Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн генеалоги пайӗн черетлӗ пухӑвӗ иртмелле — вӑл кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче пулӗ. Пухӑва 10 сехет тӗлне 201-мӗш пӳлӗме килмелле.
Пухура сӳтсе явма тӑратнӑ ыйтусем:
1. 2013 ҫулталӑк хушшинче тумалли ӗҫсене палӑртни.
2. ДНК-генеалоги тӗлӗшӗпе хатӗрленӗ Чӑваш ӑслӑлӑхпа ӗҫлев проекчӗн хӑтлавӗ.
Ҫак ыйтусемпе кӑсӑкланакансене пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Ӗнер, пушӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче академиксем пухӑнчӗҫ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту хушшинче академие ҫӗнетни, унӑн ҫӗнӗ уставӗпе паллашни тата пайташсене ҫӗнӗлле регистрацилесси пулчӗ. Академи ячӗ те ҫӗнелнӗ — халӗ вӑл Чӑваш халӑх ӑсхакӑлӗпе ӳнер академийӗ ятлӑ.
Академиксен пуш уйӑхӗн ирформациллӗ пухӑвӗнче ытти чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ, тунӑ ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Академипе патшалӑх хушшинчи юлашки вӑхӑтри хутшӑнусем пирки каласа пачӗҫ, обществӑлла пӗрлешӳн ирӗкӗсемпе тивӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Уйрӑмах академи ӗҫӗсен шайне ӳстересси пирки тӗплӗ калаҫрӗҫ. Редакци уйрӑмӗ йӗркелесе ун пуҫлӑхне Эдиссон Патмара лартрӗҫ. Хӑш-пӗр кӗнекесен (уйрӑмах Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекене сӳтсе яврӗҫ) шайӗ пӗчӗк пулни хӑш-пӗрисене чӑн та пӑшӑрхантарать. Ӳстерес тӗлӗшпе малашне кӗнеке тухиччен рецензи ҫырмалли пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Рецензи ҫыракансем кӗнекешӗн авторпа пӗр тан яваплӑ пуласси пирки пӗлтерчӗҫ.
Чӗмпӗртен килнӗ Фёдор Искандеров («Азбука чувашских орнаментов и эмблем» альбом авторӗ) хӑйӗн манифесчӗпе паллаштарчӗ.
Шупашкар хулин 60-мӗш шкул этнографи музейӗнче паян Чӑваш халӑх академийӗн чӑваш пайӑр ятсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн черетлӗ ларӑвӗ-семинарӗ пулчӗ. Калаҫу Академине ҫӗнӗ членсене илесси пирки пулчӗ, вӗсем хӑйсемпе, ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Шкул этнографи музейӗн ертӳҫи Людмила Аркадьевна Федотова экспонатсемпе усӑ курса тӗрлӗ электронлӑ презентаципе паллаштарчӗ. Музей 8 ҫул тултарнӑ ятпа пухӑннисем пурте тенӗ пекех парнесемпе килнӗ. Анатолий Абрамов журналист-фотограф ӳкерсе пычӗ, Галина Вастрюкова радиожурналист ятарлӑ передача валли материал ҫырса хатӗрлерӗ. Шкул ачисем илемлӗн каласа парса музей экспоначӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫитес ларӑва Красноармейски районӗнче ирттерме палӑртрӗҫ. Чӑваш Халӑх Академийӗн президенчӗ Петр Таллеров пурне те тав турӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |